Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Ҫӗнӗ Шупашкар

Ҫӗнӗ Шупашкар, — Чӑваш Ен хули, Шупашкартан 21 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Пӗтӗмпе хулара 126 пин ҫын пурӑнать, хула лаптӑкӗ — 36,7 км2. Хула патӗнче Шупашкар ГЭСӗ вырнаҫнӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкар гербӗХула виҫӗ района пайланать: Хӗвеланӑҫ, Кӑнтӑр тата Хӗвелтухӑҫ. Вӗсенче пурӗ 18 микрорайон пур.

Хула историӗ

Ҫӗнӗ Шупашкара 1960 ҫулта хӑпартма пуҫланӑ. Вӑл вӑхӑтра пысӑк хуласемпе юнашар вӗсен спутникӗсене тунӑ. Хула ячӗ те малтан "Спутник" ятлӑ пулнӑ. Хӑпартнӑ чухне ӑна пуш вырӑнсенче хӑпартнӑ, кайран вара вӑл хӑй шутне нумай ялсене кӗртнӗ: Ельниково, Яндашево, Анаткасы, Цыганкасы тата ыттисем.

Хулан ҫуралнӑ кунӗ 1960 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗ шутланать. Хула питӗ хӑвӑрт ӳснӗ. 1978 ҫул ҫитсенех митингра пурӑнмалли лаптӗкӗн пӗрремӗш миллион км2 хывнине палӑртнӑ, ун хыҫҫӑн пилӗк ҫул иртсен хулара ҫӗр пинӗмӗш ҫын ҫуралнӑ.

Хула гербӗ

Хула гербне Халӑх депутачӗсен хула Канашӗ 1993 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗнче йышӑннӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкар вырӑнӗнче пулнӑ ялсем

Арманкасси
Тосинкасси
Шуркасси

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ҫӗнӗ шупашкарпа ҫыхӑннӑ хыпарсем
Ҫӗнӗ Шупашкар хула админпистрацийӗн сайчӗ


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-08-24 11:23:45 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 35260 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем